Чăваш чĕлхин уявĕнче.
Ака уйăхĕн 25 - мĕшĕнчеЧăваш чĕлхин кунне уявласси тахçантанпах йăлара. Кăçал та çак куна халалланă уява Урхас Кушкă Культура çуртне халăх чылай пуçтарăнчĕ. Уяв каçне культура çурчĕн методисчĕ Р. Фёдорова черчен те ачаш, çав хушăрах мăнаçлă та мухтавлă чăваш чĕлхипе саламласа уçрĕ.
Чи малтанах ял çыннисене чăваш алфавитне йĕркеленĕ И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ, ĕçĕ –хĕлĕ çинчен шкулта чăваш чĕлхипе литературине нумай çул вĕрентнĕ П. Иванова учительница тарăннăн та тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Унтан уяв каçнеКультура çурчĕ çумĕнчи
Ачасен «Шăнкăрав»»» фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ, сăвăсемпе, юрă – ташăпа куракансене савăнтарчĕ
Паллах, халăх кăмăлне тивĕçтерчĕ уяв. Малашне те çакăн пек тĕлпулусем пуласса шанса саланчĕ вăл Культура çуртĕнчен.