Ыр кǎмǎллǎх эрни тĕлне çеç мар.
Мĕшĕл ялĕ пысǎк. Çак ялта нумай ватǎ, пĕччен çын пурǎнать. Ватǎрах, çуллǎрах çынсем нумай пулсан та ялта çамрǎксем те сахалах мар.
Акǎ, Итальевсен çемьи. Ирхине ирех Алексей Александровичпа Марина Фёдоровна ĕçе тухса кайма васкаççĕ. Сашǎпа Наташа ачисем – шкул еннелле çул тытаççĕ. Каçхине, ĕçрен таврǎнсан, пурин те ĕç пур. Марина килте тирпей - илем кĕртет, апат хатĕрлет, Алексей картишĕнче хǎйне валли ĕç тупать. Ачасем вара кÿршĕре пĕччен пурǎнакан Лизавет аппана пулǎшма васкаççĕ. Шыв кÿрсе килеççĕ, сурǎхсене шǎвараççĕ, утǎ антарса параççĕ. Хĕллехи вǎхǎтра юр тасатмалли те пур.
Лизавет аппа ачасем килнишĕн, ǎна пулǎшнишĕн яланах хавас. Вǎл Сашǎпа Наташǎна ырǎ сунать, лайǎх вĕренме, чипер çын пулма сĕнет. Кÿршĕре çакǎн пек ырǎ, лайǎх, кǎмǎллǎ çемье пурǎннишĕн савǎнать.
Çамрǎк çемьесемпе ватǎ çынсем хушшинчи хутшǎну, килĕшÿ нихǎçан та ан пĕттĕрччĕ, малаллах аталантǎрччĕ. Халĕ пирĕн пурин те кар тǎрса ватǎсен пурнǎçне çǎмǎллатма, илемлетме тǎрǎшмалла. Вĕсен пичĕ çинчен нихǎçан та кулǎ ан кайтǎр, чунĕсем лǎпкǎ пулччǎр.
А. Орлова.