День чувашского языка

25.04.2012.

    Паян- чăваш чĕлхи кунĕ!  Чи маттурисем, тăван чĕлхене юратса вĕренекенсем  Шупашкар хулине уява  кайма тивĕçлĕ пулчĕç. Хавхаланулăхпа çĕкленнĕ харсăр чăваш ачисем шкул автобусĕпе  çунат хушнă евĕр тĕп хуламăра вĕçтерчĕç. Вĕсем вĕренÿре малта пыракансем Даша Терентьева, Кристина Васильева, Муза Ильина, Саша Герасимов, Саша Иванов ,Юлия Ильина, Алена Иванова тата ыттисем те.

 Чи малтан Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе хисепленекен Патшалăх Педагогика Университетне çул тытрăмăр.Пире пурте кăсаклантарчĕ. Правительство çурчĕ умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турăмăр, университетри фойере Иван Яковлевич Яковлева халалланă картина умĕнче тăрса калаçу ирттертĕмĕр. Унтан Чăваш наци музейне васкарăмăр. Кунта вара вĕренекенсем хăйсене аваллăх авăрне лекнĕнех туйрĕç. Вĕсемшĕн ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕ , тумтирĕ, йăла –йĕрки ,чĕр чунĕ, кайăк-кĕшĕкĕ- паянччен упраннă ăс- пурлăхĕ пурте хаклă  пулчĕç.

 Чи савăнăçлă самант вара Чăваш чĕлхин кунне палăртма пухăннă уяв пулчĕ. Иван Яковлевич палăкĕ умне пухăннă Чăваш çĕршывĕн паллă çыннисем тухса калаçни ачасен асĕнче юлчĕ. Çиччĕмĕшсем чăвашсен паллă сăвăçипе Василий Кервенпе (Кошкин) тĕл пулса калаçрĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕç. Чăваш радиовĕ Васильева Кристинăпа Ильина Ольгăран (7 кл.) « Шăнкăрав» передача  валли интервью илчĕ, чăваш чĕлхине вĕрентекен Петрова Г.В. та тухса калаçрĕ. Шкул ачисем Шупашкар хулинчен тулли кăмăлпа таврăнчĕç, паянхи çул сÿрев ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ.