26.04 2012..
Таса çăл куç юрри пек янăравлă тăван чĕлхемĕр. Мĕн тери илемлĕ эсĕ, мĕн тери хаклă !
Шкулта паян « Янра, тăван чĕлхем» çамрăк сăвăçсен конкурсĕ иртрĕ. Вĕренекенсем, тăван чĕлхен илемне туякансем, тăван чĕлхене чун- чĕререн юратнине хăйсен хайлавĕсенче палăртаççĕ.
«Ачалăхри сăпка юрри,
Аннемĕрĕн ачаш сасси « (Тарасова Т.)
«Тăван чĕлхем, эс ман хĕвелĕм,
Тăван чĕлхем ,эс ман телейĕм.
Эс манăн пуласлăхăм,
Эс манăн шанчăкăм»,-çапла шăрçăлать 7- мĕш класра вĕренекен Алина Иванова.
Чи ырă . тарăн шухăшлă йĕркесем Т. Тарасовăн, В. Комиссаровăн, Даша Терентьвăн хайлавĕсенче палăрчĕç. Вĕсене эпир малалла та сăвăсем çырас ĕçре ăнăçусем сунатпăр!