28.04.2012.
Эрнене ырă ĕçсен кунĕпе вĕçлерĕмĕр. Паян пурте яла, шкула тирпей- илем кÿме тухрăмăр. Хĕл каçа пуçтарăннă çÿп- çапа пуçтарса тасатрăмăр, тăван яла илем кÿме пулăшрăмăр. Çиччĕмĕшсем Упакасси ялĕ çумĕнчи çул хĕррине йывăçсем лартма пулăшрĕç. Çăк пĕчĕк хырсенчен пысăк хырсем ÿссе çитĕнессе çирĕп шанатпăр. Ÿсĕр, кашлăр, çынсене савăнтарăр, эпир лартнă пĕчĕк хырсем!
Тăван тавралăх ,Урхас Кушкă тăрăхĕ илемлен, чечеклен!