Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа паян шкулта , ака уйӑхӗн 18 –мӗшӗнче, чӑваш чӗлхипе литертури эрнийӗ пуҫланчӗ. Вӗренекенсем умӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Г.В.Петрова эрне пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ. Эрнен пӗрремӗш кунӗнче Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне шута илсе вӗренекенсем «Тӑван енӗн паллӑ ҫыннисем» станцие пуҫтарӑнчӗҫ, тӗнчипе чапа тухнӑ , чӑваш ятне мухтава кӑларнӑ чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен аса илсе тупӑшрӗҫ.
7-8 –мӗш классем хушшинче Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен чи лайӑх пӗлекенсем ҫаксем пулчӗҫ:
8 классем хушшинчи ҫӗнтерÿҫӗсем:
1.Григорьева Анна
2 Тюменева Карина
3.Итальева Наталья, Маслова Ксения
7 классем хушшинчи ҫӗнтерÿҫӗсем:
1.Иванов Руслан
2.Архипов Андрей, Кузьмина Ксения
3.Потапов Николай
Вӗренекенсем кашни ҫыннӑн хӑйӗн халӑхне тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшмаллине ӑнланчӗҫ,вӗсем тунӑ ырӑ ӗҫӗсене асра тытмаллине ӑша хыврӗҫ