«Чечеклен, аталан, Чӑваш енӗм» ӑмӑрту

    Ӗҫ планӗпе килӗшÿллӗн паян , ака  уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 7-11 классенче вӗренекенсем «Чечеклен, аталан, Чӑваш енӗм» ӑмӑрту  станцийӗнче тупӑшрӗҫ.  Тӑван Чӑваш енӗн иртнӗ кун-ҫулне аван пӗлекен, иртнӗ ӗмӗрсенче  чӑваш халӑхӗн ятне тӗнче шайне ҫити ҫӗклеме  пултарнӑ пултаруллӑ ывӑл-хӗрне асра тытакан вӗренекенсем   ӑмӑртура  мала тухрӗҫ.Вӗсем Герасимов А., Иванова А., Тарасова Т (11 кл.),Григорьева А., Тюменева К., Итальева Н., Маслова В. (8 кл.).,Архипов А.(7 кл.)
    5-6 –мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче   «Эп ,чӑваш ачи,саватӑп чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхене»  темӑпа сочинени  конкурсӗ иртрӗ. Тӑван чӗлхен илемне курма, ӑна хисеплеме , ӑна тӑрашса вӗренекен  маттур чӑваш ачисен   ӗҫӗсене  вулама кӑсӑклӑ пулчӗ.  Комисси членӗсем чи лайӑх  ҫырнӑ сочиненисен авторӗсем  А.Владимирова, В. Егоров (6кл.), Ю.Егорова, Н. Васильева, Н. Иванов (5 кл)  пулнине палӑртрӗҫ.
Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Вӗренекенсем чӑваш ҫыравҫисен Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе, атте –анне ҫинчен ҫырнӑ  сӑввисене  вуларӗҫ.Вӗсем чӑваш сӑвӑҫисен сӑввисене палӑртуллӑ вуласа куракансен  кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ.Вӗренекенсем П.Хусанкайӑн,Р. Сарпин, В. Давыдов- Анатрин тата ытти  чӑваш сӑвӑҫисен сӑввисене хавхаланса вуларӗҫ. Чи маттуррисем Терентьева  А. (4 кл.),Ильина А. (2 кл.),Егоров П. (1 кл.), Иванова А.  (3 кл) пулчӗҫ.
      Çěнтерÿçěсене, тăван чěлхене юратса вěренекен маттур чӑваш ачисене   пурне те  саламлатпăр, Пěлÿ тěнчинче . вěренÿре, пысăк çитěнÿсем тума сунатпӑр.