Нарăс уйăхӗн 13-мӗшӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем валли йӗркеленӗ вебинар иртрӗ. Ăна Тăван чӗлхе куне халлаласа Чăваш Республикин Вӗренÿ институчӗ ирттерчӗ. Вебинарта « Чăваш чӗлхипе литература урокӗсене ФГОСпа килӗшÿллӗн ирттересси» темăпа филологи кафедрин доценчӗ А.С. Егорова тухса калаҫрӗ. Вăл урокăн тапхăрӗсене тарăннăн тишкерсе, кашни тапхăрта усă курмалли активлă мелсене пăхса тухрӗ. А.С. Егорова кирлӗ сӗнÿсем пани вӗрентÿ ӗҫӗнче усă курма кирлӗ, вырăнлă сӗнÿсем. Эпир , вӗрентекенсем, вебинар йӗркелекенӗсене тав сăмахӗ каласшăн .
Вебинар пире уроксене кăсăклă та усăллă ирттерме, ҫӗнӗ мелсемпе ăслайсене алла илме хавхалантарчӗ.