Урхас Кушкăри вăтам шкулта « Янăра, чăваш сăмахӗ» савăнăҫлă уяв иртрӗ

        Ака уйăхӗн 24- мӗшӗнче Урхас Кушкăри вăтам шкулта « Янăра, чăваш сăмахӗ» савăнăҫлă уяв иртрӗ. Уяв  Чăваш Енри  Ашшӗпе Амăшӗн Ҫулталăкне,  Чăваш чӗлхи кунне  палăртнă май   иртрӗ. Вӗренекенсем  чăваш халăхӗн Аслă  Вӗрентекене , Иван Яковлевич Яковлева , сума суса тăван чӗлхепе сăвă-юрă  хатӗрленӗ, уяв залне  чăваш тӗррисемпе капăрлатнă .Чăваш ачисем чăннипех маттуррине палăртса кашни класри вӗренекенсем ҫепӗҫ юрăсем шăрантарчӗҫ, чăваш сăвăҫисем П. Хусанкай,  Митта Ваҫлейӗ, Давыдов – Анатри, А.  Любимова  тата  ытти сăвăҫсем ҫырнă сăвăсене  илемлӗ вуласа куракансене тыткăна илчӗҫ.  9 -мӗш  класри вӗренекенсем  Карина Тюменевăпа Анна Григорьева уява  илемлӗн ертсе пычӗҫ.Вӗсен илӗртÿллӗ  чăваш  ташшине курсан   уяв хăнисем  нумайччен  ăшшăн алă ҫупса йышăнчӗҫ.
      « Янăра, чăваш сăмахӗ» уявра  тăван сăмах , тăван юрă,  тăван кӗвӗ янăраса  вӗренекенсене  чăваш чӗлхи чăннипех те чи янăравлă, чи хаклă чӗлхе пулнине , ăна  хисеплесси  - упрасси пирӗн тивӗҫ пулнине ҫирӗплетсе пачӗ.

                                                                          Фотоотчет