«Тăван кил ăшши –атте –анне ăшши» сочинени конкурсӗ
2017 ҫул –Ашшӗ –Амăшӗн Ҫулталăкӗ, ҫавна май ăна халалласа Урхас Кушкăри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлу паракан шкулта тӗрлӗ конкурссем иртеҫҫӗ.
Авăн уйăхӗн 25-30 – мӗшӗнче шкулта «Тăван кил ăшши –атте –анне ăшши» сочинени конкурсӗ иртрӗ.. Ăна Чăваш Республикин вӗренÿ тата ҫамрăксен политкин министерстви хушăвӗпе килӗшÿллӗн Чăваш Республикин вӗренÿ институчӗ ирттерет. Конкурс тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван ҫӗре –шыва, атте –аннене , тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.
Конкурса шкулти 9-11-мӗш классенчи вӗрененекенсем хутшăнчӗҫ. Шкул ачисем темăна тӗрӗс ăнланса ашшӗ-амăшӗ вӗсемшӗн ырă тӗслӗх пулса тăнине , пурнăҫăн тӗрӗс ҫулӗпе утма вӗрентншӗн тав тунине палăртрӗҫ. Вӗренекенсем хăйсен хайлавӗсенче ашшӗ-амăшӗ чăваш халăх йăли –йӗркине тӗпе хурса воспитани памалли тӗслӗхсепе усă курни ҫинчен ҫырни те савăнтарать.
Пуринчен те хастартарах та тăрăшуллăрах вӗренекен 10-мӗш класри Анна Григорьева вӗренекен пулчĕ. Маттур вӗренекене эпир саламлатпăр, вӗренÿре малалла та пысăк ҫитӗнусем тăвасса шанатпăр.
Петрова Г.В.