Хавслǎ уяв.

Хавслǎ уяв.

Ака уйǎхĕн 10-мĕшĕнче  1-мĕш номерлĕ гимназинче хваслǎ та илемлĕ уяв иртрĕ.  Пур çĕрте те чǎваш тумлǎ ачасене курма  пулать. Ачасем çак тумсемпе татах та хитререх, хаваслǎрах, кǎмǎллǎрах курǎнчĕç. Кашни ача хǎйĕн пултарулǎхне, хǎй чǎваш пулни, чǎваш челхине юратнине кǎтартма васкарĕ. Кам юрǎпа, кам ташǎпа,  халап-юмахĕпе, чǎваш вǎййипе , чǎваш апачĕпе  пултаруллине  кǎтартрĕ.

Урхас-Кушкǎ ачисем те çак уява тĕплĕн хатĕрленчĕç. Ильина Аделина, Тарасова Мерчен чǎваш халап-юмахĕсене вуларĕç. Васильева Людмила – «Эпĕ пĕчĕк хĕр ача» чǎваш юррине шǎрантарчĕ. Люда Васильева 3-мĕш вырǎн йышǎнчĕ.

Маттур, ачасем! Пĕрремĕш утǎмсем турǎмǎр. Малалла та чǎваш чĕлхине юратса вĕренер. Хамǎр чǎваш пулнишĕн савǎнар, мухтанар, тǎван чĕлхене пĕтме парар маар!