Ака уйăхӗн 24 –мӗшӗнче Урхас Кушкăри вăтам шкулта вӗренекенсем кашни ҫулах хастар хутшăнакан « Пӗтӗм чăваш диктанчӗ -2018» акци иртрӗ. Акцин яланхи тӗп пӗлтерӗшӗ – тăван чӗлхен сумӗпе хисепне ÿстересси. Чăваш халăх ҫыравҫин А.Артемьевăн « Тăван чӗлхе» тексчӗ вулакансене тăван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентни каламасăрах паллă , вăл вӗренекенсене тӗнчере тăван кӗтесрен, тăван чӗлхерен,тăван халăхран хакли ҫуккине тепӗр хут аса илтерчӗ.
Шкулти 22 хастар чăваш ачи диктант ҫырма савăнсах хутшăнчӗҫ, хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ.