«Манăн чунăм яланах сирӗншӗн ҫунатчӗ…»

«Манăн чунăм яланах сирӗншӗн ҫунатчӗ…»

         Паян, ака уйăхӗн 25 – мӗшӗ, чăвашсен Аслă Вӗрентекенӗ  Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул  ҫитрӗ. Ҫак паллă кун тăван халăхшăн чунне парса ӗҫленӗ Вӗрентекенӗмӗре аса илсе ăна ырăпа асăнман чăваш ҫук та пулӗ.Урхас  Кушкăри вӗрентекенсемпе вӗренекенсем  тăван халăхне  ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева  хисеплесе  тав сăмахӗ калама уяв  залне пуҫтарăнчӗҫ.

         Хастар та пултаруллă чăваш ачисем ,5-7 класри вӗренекенсем, тăван чӗлхен янравлăхӗпе илемне мухтаса чăваш ҫыравҫисен сăвввисене   палăртуллă та илемлӗ вуларӗҫ,  чăваш чӗлхи пуян  та ҫепӗҫ пулнине  , тăван халăх Аслă Вӗрентекенӗмӗре  сума сунине, вăл парса хăварнă Халала асра тытнине  ӗнентерчӗҫ. Карина Тюменевăпа Аня Григорьева , 10 - мӗш класри  вӗренекенсем    маттур уяв ертÿҫисем, яланах пур чăваш уявӗсенче те куракансен кăмăлне ҫӗклеме пултараҫҫӗ, вӗренÿ ҫулӗ тăршшӗпех тӗрлӗрен конкурссенче хастар хутшăнса   тăван чӗлхен тусӗсем  , чăвашсен маттур та пултаруллă хӗрӗсем пулнине ҫирӗплетрӗҫ.

         «Ялан янра, чăваш сăвви –юрри» литературăпа музыка композициӗ вӗренекенсен кăмăлне кайрӗ, чăваш ачисене тăван чӗлхене юратма , упрама чӗнекен чан сасси вырăнӗнче пулчӗ. Паянхи кун ,тăван чӗлхе уявӗ, Иван Яковлевич Яковлев Халалӗ  вӗренекенсене  чăваш ятне ҫултан – ҫул ҫӗклеме хавхалантарса тăракан вăй- хăват  пуласса шанас килет.