Урхас Кушкăри вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литератури эрни пуҫланчӗ. Эрнене чăвашсен Аслă Вӗрентекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнине халалланă, ҫавăнпа та вӗренекенсем Патриархăн пурнăҫӗпе тӗплӗнрех паллашма пултарӗҫ.
Ака уйăхӗн 23-мӗшӗнче Г.В. Петрова вӗрентекен 5 –мӗш класра
« Чи хитре чӗлхе» уҫă урок ирттерчӗ. Урокра вӗренекенсем чăваш ҫыравҫисем тăван чӗлхе ҫинчен ҫырнă хайлавӗсене тишкернӗ май тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, упрама кирлине палăртрӗҫ, хăйсем тĕллĕн пĕлÿ шырама вӗренчӗҫ,ҫак ĕçре критикăлла шухăшлав технологийĕсемпе (клоуз тест,хӗвеллӗ кластер, икӗ енлӗ дневник, синквейн ) ăнăҫлă усă курма пултарчӗҫ.
5-8 классем хушшинче Иван Яковлевич Яковлевăн ăса,ӗҫе вӗрентекен калавӗсем тăрăх ÿкерчӗксен конкурсне хутшăнчӗҫ. Кашни вӗренекен хăй килӗштерекен хайлав тăрăх ÿкерчӗксем турӗ. Комисси членӗсем уйрăмах Настя Иванова(8кл.), Альбина Владимирова (8кл.) ,Юлия Егорова(7кл.) тунă ÿкерчӗкӗсем ăнăҫлă пулнине палăртрӗҫ.
Петрова Г.В.