Ака уйăхӗн 27-мӗшӗнче вӗренекенсем уроксем хыҫҫăн «Ҫӗр пин юрă ҫӗршывӗнче» уява пухăнчӗҫ. 1-10-мӗш класри вӗренекенсем пурте чăваш халăх юррисене тăрăшсах вӗреннӗ, илемлӗ чăваш ҫи –пуҫӗпе тăван халăхăн ахах –мерченне кăтартма черетпе сцена ҫине тухса кăтартрӗҫ.
Лайăх юрă ӗмӗрлӗхе тенине ачасем ҫирӗплетсе пачӗҫ . 5-мӗш класри ачасем « Сарă каччă» юрăпа пурне те вăййа чӗнчӗҫ. Улттăмӗшсем « Хурăн ҫулҫи ҫурăлсан» халăх юррипе вăйă картине тăчӗҫ . 7-мӗш класри арҫын ачасем «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» халăх юррине илемлӗ шăрантарчӗҫ. 8,10 –мӗш класри хӗрсен пултарулăхӗ куракансен кăмăлне кайрӗ. 8- мӗш класри маттур хӗрсем «Ăҫта каян чӗкеҫ?» халăх юррине юрласа пачӗҫ, Л.М. Николаева аслă вожатăй ачасене ку юрра А.Г. Николаев космонавт юратни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Вӗрененкенсем илемлӗ ,тарăн шухăшлă юрă шăрантарса куракансен кăмăл –шухăшне хускатрӗҫ, савăнтарчӗҫ. Чи пӗчӗккисем , пӗрремӗшсем , илемлӗ чăваш ташшипе уява вӗҫлерӗҫ.
Аслă вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев чăвашсен « ҫӗр пин юрă, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ»тенӗ.Апла пулсан ,вӗренекенсен ҫӗр пин юрра, ҫӗр пин тӗрре , ҫӗр пин сăмаха пӗлме тăрăшмалла .