«Ман халăх, ман Тăван ҫӗр-шыв!»

Аня Терентьева   -  «Ман халăх, ман Тăван ҫӗр-шыв!» регионсем  хушшинчи ача –пăча пултарулăх конкурсӗн  призерӗ 

Иван  Яковлевич  Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнӗ май  пултаруллă  чăваш ачисене палăртас тӗллевпе  Наци конгресӗн вӗренÿ комитечӗ,

 « Хыпар» , « Тантăш» хаҫатсемпе « Тăван Атăл» журнал регионсем хушшинче  «Ман халăх, ман Тăван ҫӗр-шыв!»  ача –пăча пултарулăх конкурсне йӗркелерӗ.

 Конкурс чăваш чӗлхипе литературине, илемлӗхе туякан пултаруллă ачасене  хавхалантарса ӗҫлеме хистерӗ.  Поэзие юратакан Женя Юрусовпа (6 класс) Альбина Владимирова (8 класс) вӗренекенсем  хăйсен сăввисене  конкурса  ярса пачӗҫ, Аня Терентьева (6 класс) прозăлла хайлавсене вулама юратать, хăй те кăсăклă калавсем ҫырать.  Вăл  конкурса  « Пӗчӗк хӗрӗн пысăк савăнăҫӗ» калава ярса пачӗ,  « Чи лайăх калав,  очерк,тӗрленчӗк» номинацире 2-мӗш вырăна тухма пултарчӗ. Конкурса мӗн пурӗ 220 ӗҫ тăратнă пулин те Аня Терентьева ҫӗнтерÿҫӗсен ушкăнне кӗме пултарни  -  пысăк ҫитӗнÿ.

Пултарулăх конкурсне хастар хутшăннă Женя Юрусова,Альбина Владимировăна, 2-мӗш вырăна ҫӗнсе илме пултарнă  Аня Терентьевăна чун - чӗререн саламлатпăр, малалла  ҫирӗп сывлăх,  пултарулăх ӗҫӗнче хастарлăх , ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнÿсем тума   сунатпăр.