Альбина Владимирова - « Реклама тӗнчи» конкурс ҫӗнтерÿҫи!

Альбина Владимирова - « Реклама тӗнчи» конкурс  ҫӗнтерÿҫи!

 

Чӑваш Республикин вӗренÿ тата ҫамрӑксен политики министерствин хушма профессии вӗренӗвӗн « Чӑваш Республикин вӗренÿ институчӗ» Чӑваш Республикин бюджет учрежденийӗ , « Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа республика шайӗнчи « Реклама тӗнчи»  конкурс  йӗркелесе ирттерчӗ.

Конкурс тӗллевӗсем ҫаксем пулчӗҫ: чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси, пултаруллӑ ачасене  тупса палӑртасси, ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшасси, реклама ӑсталӑхӗпе  кӑсӑкланма хавхалантарасси

Конкурс 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа  чÿк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пычӗ.Урхас Кушкӑри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлÿ паракан шкулӑн 9 –мӗш класӗнче вӗренекен Альбина Владимирова « Чи лайӑх коммерции реклами» номинаци валли «Ҫӑм атӑ туянӑр!»  афиша хатӗрлерӗ.

Чÿк уйӑхӗн  22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин  вӗренÿ институтӗнче  «Реклама тӗнчи» конкурс иртрӗ.  Жюри членӗсемпе куракансем Альбина  ӗҫне кӑмӑллӑн та ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, унӑн реклами хӑйне евӗрлӗ пулнине, паянхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтернине палӑртрӗҫ, унӑн курӑмлӑхӗпе илӗртÿлӗхӗ   ытти рекламӑсенчен уйрӑлса тӑнине асӑрхарӗҫ. Альбина  Владимирова  хӑйӗн  рекламине чӑвашла  таса  та ҫепӗҫ, илӗртÿллӗ  чӗлхепе хÿтӗленине палӑртрӗҫ.

 Жюри членӗсем Альбина Владимирова рекламине  тивӗҫлипе хакларӗҫ,  вӑл  2- мӗш вырӑна  ҫӗнсе илме пултарчӗ.Эпир маттур чӑваш пикине саламлатпӑр, вӗренуре  тата ытти пултарулӑх конкурсӗсенче те хастар   пулма сӗнетпӗр!

Петрова Г.В. вӗрентекен.