Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Урхас Кушкӑ шкулӗнче 5-11 –мӗш класра вӗренекенсем хушшинче « Тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ» темӑпа сочиненисен, тӗрленчӗксен, калавсен конкурсӗ иртрӗ. Вӗренекенсем хӑйлавӗсенче тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ, унӑн шӑпи кашни чӑваш ачинех хумхантарни ҫинчен ҫырчӗҫ,
Тереньева Анна , 7-мӗш класри вӗренекен Альбина Любимова сӑвӑҫӑн сӑвӑ йӗркисене илсе тӑван чӗлхе чи илемли пулнине ҫирӗплетсе пачӗ:
«Чи хитре ҫӗршывра эп ҫуралнӑ,
Унӑн ячӗ черчен –Чӑваш Ен!
Чи хитре чӗлхепе калаҫатӑп,
Чӑвашла, аннесен чӗлхипе…»
Вӗренекенсем конкурсри ӗҫӗсенче кашни чӑваш ачин тӑван чӗлхене юратса вӗренме кирли, унӑн ӑна упраса хӑвармалли ҫинчен палӑртса ҫырчӗҫ.
Чи лайӑх ҫырнӑ ӗҫсенчен пӗри – Терентьева Анна (7 класс) ҫырнӑ тӗрленчӗк пулчӗ, 2– мӗш вырӑн вара Владимирова Альбинӑна тивӗҫрӗ ( 9 класс), 3-мӗш вырӑнта – Иванова Ирина (6 класс) сочиненийӗ йышӑнчӗ.
« Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет»,- тенӗ ваттисем. Янратӑрччӗ тӑван чӗлхемӗр малалла та ,ҫӗр ҫинчен вӑл нихӑҫан та ан ҫухӑлтӑрччӗ!
Г.В.Петрова