« Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2019»

 

Ака уйӑхӗн 25- мӗшӗнче Урхас Кушкӑри вӑтам шкулта « Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2019» акци иртрӗ.

Акцин тӗп тӗллевӗ  -  чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ÿстересси. Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн задачисем ҫаксем пулчӗҫ: чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслесси, чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслеме май тупса парасси. Тӑван чӗлхепе диктант ҫыракансем тӗнчере тӑван кӗтесрен ,тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимен те ҫуккине тепӗр хут ӑша хывса ҫырчӗҫ.  Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш Республикин ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ Владислав Николаев ҫыравҫӑн ,журналистӑн ,куҫаруҫӑн  Тани Юн ҫинчен ҫырнӑ хайлавне   ҫырчӗҫ .Диктанта Г.В.Петрова вӗрентекен йӗркелесе  ҫыртарчӗ.

Диктанта ҫыракансен шучӗ ҫулсеренех ÿссе пырать, «4»тата «5» паллӑ илекенсен йышӗ те ÿссе пырасса шанас килет.

Петрова Г.В.