Урхас Кушкǎ шкулне кĕрекен ача садне çÿрекенсем

       Хĕвеллĕ ǎшǎ çурхи кун, ака уйǎхĕн 25- мĕшĕнче, ача садне çÿрекен ушкǎнсем ялти культура çуртне пуçтарǎнчĕç. Паян кунта уяв - чǎваш чĕлхи кунĕ. Пĕчĕк артистсем çинчен куç илмелле мар! Илемлĕ чǎваш тумĕсемпе уявра савǎнчĕç.

Залра Чǎваш Республикин гимнĕ янǎраса кайсан пурте ура çине тǎчĕç. Унтан «Шǎпǎрлансем» аслǎ ушкǎна çÿрекен ачасем «Тǎван çĕр- шыв» юрǎпа куракансене  саламларĕç. «Шǎнкǎрав», «Мишша, теп» вǎйǎсемпе сǎвǎсем парнелерĕç.

      Вǎтам ушкǎна çÿрекенсем те «Тÿнь- тÿнь карчǎк», «Пукане» вǎйǎсем выляса хǎйсен пултарулǎхне кǎтартса пачĕç.

      Нумай çул хушши çак ялти шкулта музыка, чǎваш чĕлхи урокĕсене вĕрентсе халĕ тивĕçлĕ канǎва тухнǎ Иванова П.Г.  И.Я.Яковлев кун- çулĕпе паллаштарчĕ.

      Кĕçĕн ушкǎнри ачасене куракансем уйрǎмах хыттǎн алǎ çупса кĕтсе илчĕç. Вĕсем тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе выляса пурне те тыткǎна илчĕç. Уйрǎмах  Никифоров Кирилл хǎйĕн пĕчĕк купǎсĕпе хǎнасене тĕлĕнтерчĕ.

      Ҫак уява йĕркелесе ертсе пыракан Сергеева С.Г. музыка ертÿçи Тǎван Ҫĕр- шыва юратмалли, упрамалли çинчен каласа кǎтартрĕ.

      «Чǎваш чĕлхи» ятлǎ сǎвǎпа аслǎ ушкǎн воспитателĕ Никифорова Н.В. уява вĕçлерĕ.

      Куракансем шǎпǎрлансене пылак парнесем парса хавхалантарчĕç.

 

 

                          ФОТО