Чăваш халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ, тăпăл-тăпăл тата хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Урхас Кушкă шкулĕнче вĕрентекен Сергеева С.Г. 5-мĕш класра вĕренекен ачасемпе ялти культура çуртĕнче ал-ĕçпе кăсăкланакан Федорова Р.А.(унтах ĕçлекен) йĕркеленĕ чăваш тĕррин куравĕнче пулчĕç. Çак куравра пулнă хыççăн ачасен тĕрлес туйăмĕ çуралчĕ. Чăваш тĕррин илемлĕхне юратма Сергеева С.Г. тата Федорова Р.А. тăрăшсах вĕрентрĕç. Ачасем канва çине чăваш тĕррин çĕввисемпе усă курса закладка тума вĕренчĕç. Хăйсен ĕçĕсенче ачасем çак çĕвĕсемпе усă курчĕç: йĕпкен, сиктеруллĕ, шулам, шурă чăнтăр(мережка), йĕп ум тĕрĕ, эрехле (вырăсла) тĕрĕ, чĕнтĕр (цепочка). Вĕренекенсем чăваш тĕррисемпе питĕ кăсăкланчĕç, тăрăшса ĕçлерĕç. «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ» темăпа хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлерĕç.