Чӑваш халӑхӗн паллӑ сӑвӑҫи Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Тӑван енӗн пур кӗтесӗсенче те тӗрлӗ мероприятисем иртрӗҫ.Урхас Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсем те Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнине халалласа « Кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫ» литература каҫне ирттерчӗҫ.
8 –мӗш класри вӗренекенсем Анна Терентьевӑпа Виктория Макарова уяв каҫне ертсе пычӗҫ, сӑвӑҫӑн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, 6 - 8 - мӗш класри вӗренекенсем Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене вуларӗҫ, 9- мӗш класри Никита Иванов Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене вырӑсла вуласа пачӗ. Вӗренекенсем сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе паллаштаракан презентацие курчӗҫ, В.Яндышев юрӑҫ Ҫеҫпӗл Мишши сӑвви тӑрӑх «Паянтан» кӗвӗленӗ юррине итлерӗҫ. Литература каҫне хутшӑнакансем хушшинче аслӑ вожатӑйра нумай ҫул ӗҫленӗ С.Г.Сергеева вӗрентекен тухса калаҫрӗ,вӑл шкулти «Ҫеҫпӗл» ушкӑнне йӗркелени ҫинчен, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каларӗ,ушкӑнӑн девизне те паллӑ сӑвӑҫӑн «Хурҫӑ шанчӑк» сӑвӑри йӗркесене илнине ҫирӗплетрӗ.
Литература каҫне вӗҫленӗ май вӗренекенсем пурте пӗрле девиза вуларӗҫ. Вӗрентекенсем ачасене хастарлӑ , хыт утӑмлӑ пулма, кун - ҫул уттинчен юлмасӑр утма , ҫӗр – шывӑн хастар ачисем пулма чӗнсе каларӗҫ.
Г.В.Петрова