Тӗнчипе паллӑ тӑвакан чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттернӗ мероприятии

Кӑҫал паллӑ тӗрӗкҫӗ, чӗлхеҫӗ Николай Иванович Ашмарин 150 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. 5 класра вӗренекенсем шкул библиотекине килсе ҫитрӗҫ. Кунта тӑрӑшакан Надежда Вячеславовна Никифорова библиотекарь ачасене Николай Ивановичӑн кун- ҫулӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ, ӑсчахӑн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Тӗнчипе паллӑ 17 томлӑ словаре ачасем тимлӗ сӑнаса тӗпчерӗҫ. Хӑйсене интереслентерекен сӑмахсене словарьте шыраса тупса унӑн пӗлтерӗшне вуласа ҫирӗплетрӗҫ. «Болгары и чуваши» кӗнекепе усӑ курчӗҫ. Пысӑк ҫын пулас тесен нумай вӗренмеллине, тӑрӑшмаллине, ҫирӗп чун- чӗреллӗ пулса йывӑрлӑха парӑнмасӑр ӗҫлемелле тесе палӑртрӗҫ.

Ҫитес вӑхӑтра чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Агаков та сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл  «Ылтӑн вӑчӑра», «Салтак ачисем», «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата ытти хайлавсен авторӗ. Пиллӗкмӗшсем киле пушӑ алӑпа тухса каймареҫ. Вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ произведенисемпе килте паллашма шантарса пӗрер кӗнеке илчӗҫ.