«Мухтанатӑп санпа, Чӑваш енӗм!»

 

      2020 ҫул чӑваш халӑхӗшӗн паллӑ ҫул- Чӑваш автономи 100 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвать. Пӗтӗм Чӑваш Республикипе тӗрлӗ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.

      Урхас Кушкӑри  шкул библиотекинче те «Мухтанатӑп санпа, Чӑваш енӗм!» пысӑк курав йӗркеленӗ.

      Кунта чӑваш халӑхӗн историйӗ, кунӗ- ҫулӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем йышлӑн вырнаҫнӑ: «История Чувашии в художественно- исторических образах», В.Д. Димитриев «Чувашский народ в составе Казанского ханства», Г.И. Комиссаров «Чӑваш халӑхӗн историйӗ», Н.И. Ашмарин «Болгары и чуваши», Л.И. Иванов «Чуваши: формирование этнографических  групп и подгрупп», И.Тенюшев «Болгаро- чувашские богатыри»…. Ҫак кӗнекесенче чӑвашсен иртнӗ ӗмӗрти тертлӗ пурнӑҫӗ ҫинчен тӗплӗ ҫырса палӑртнӑ.

    Чӑваш ҫӗрӗ ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗ тетпӗр. Ҫак куравра чӑвашсен тӗрри- эрешӗсем ҫинчен калакан кӗнекесемпе паллашма май пур. Ҫавӑн пекех йӑли- йӗркисем, илемлӗ уявӗсем, искусствӑн тӗрлӗ енӗсем ҫичен калакан кӗнекесене  те йышлӑ тӑратнӑ.

Тӗнчипе паллӑ, чӑваш халӑхӗшӗн ырми- канми тӑрӑшакан паттӑрӗсемпе, ҫыравҫӑсемпе, ӑсчахсемпе те ҫак курав паллаштарать. Сӑмахран: А.Г. Николаев космонавт, И.Я.Яковлев, Г.Волков ӑсчахсем, К.В.Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, М.Федоров ҫыравҫӑсем тата ыттисем те.

     Курав ҫулталӑк вӗҫӗчченех пырать.

 

 

 Шкул библиотекарӗ Никифорова Н.В.