« Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2020» акци

« Пӗтӗм  чӑваш  диктанчӗ-2020» акци

         Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Урхас  Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем , унта ӗҫлекенсем  тата  ашшӗ-амӑшӗсем « Пӗтӗм  чӑваш  диктанчӗ - 2020» акцие  хастар хутшӑнчӗҫ,хӑйсем чӑваш чунлӑ пулнине палӑртрӗҫ.Ку акцие Чӑваш чӗлхи кунне,Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне халалласа ирттерчӗҫ. Акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ÿстересси.

         Харпӑр хӑй килӗнче  лармалли тапхӑра пӑхмасӑрах ачасем те, ашшӗ-амӑшӗсем те питӗ маттур та хастар пулчӗҫ.Уйрӑмах 8-мӗш класри ачасем маттур пулни палӑрчӗ,хутшӑнакансен  йышӗ те вӗсен ыттисенчен пысӑкрах пулчӗ, чи маттуррисем : Аня Терентьева, Женя Юрусов,Виктория Макарова. 5- мӗш класри вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ.9-мӗш класра вӗренекен Юлиана Егорова вара  – амӑшӗпе ,Нина Геннадьевнӑпа, 7-мӗш класри Иванова Ирина Людмила Николаевна амӑшӗпе пӗрле ҫырни савӑнтарать. Вӗрентекенсем те мӑшӑрӗсемпе юнашар ларса  диктант  ҫырчӗҫ, Светлана Геннадьевнӑпа Сергей Петрович Сергеевсем чи  маттуррисем  пулни палӑрчӗ.    Эпӗ вӗрентекенсене,вӗренекенсене тата  ашшӗ-амӑшне   тав  тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх ,ӑнӑҫу, иксӗлми телей сунатӑп ,пурте чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм кун-ҫуллӑ пулӑр!

Петрова Г. В., чӑваш чӗлхипе литературине  вӗрентекенӗ

 

24.04. 2020