Тăван чĕлхе-анне чĕлхи

Тăван чĕлхе-анне чĕлхи. Мĕн пĕчекрен анне панă çепĕç  чăваш чĕлхипе калаçса ÿсетпĕр.Чăваш юмахĕсем вуласа,ача-пăча вăййисем выляса ачасен тавра-курăмне аталантаратпăр. Чăваш чĕлхине нихăçан та манас марччĕ.

Эпир те паян ача пахчинчи шăпăрлансемпе тăван чĕлхин кунне уявларăмăр.Чăваш тумĕсене курсанах ачасен сăн –пичĕсем çуталчĕç.Чăваш кĕвви янăрасан вара маттур чипер ачасем чăтса тăраймарĕç. Ташша тухрĕç.Чăваш юррисем юрласа, каларăшсем каласа , тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарăмăр.

Ачасемпе тăван чĕлхепе юмахсем вуларăмăр.Ун хыççăн шкул çумĕнчи музея çитсе куртăмăр.

Чаплă та хăтлă музейра  ачасем валли тĕлĕнмелли нумай. Ĕлĕкхи япаласене алăпа тытса пăхма пултарчĕç  маттур шăпăрлансем.Ачасем кунĕпех савăнăçлă кăмăлпа куна ирттерчĕç.

Ача пахчинчи ачасемпе ĕçлекен воспитательсем.
Фёдорова Н.А.

Константинова О.Л.