Ырă йăла – йĕрке пурнăçа кĕрсе пыма пуçларĕ. Ĕлĕк-авал пирĕн асатте- асаннесем вĕсене çирĕп тытса пынă. Кашни ĕç-пулăмăн хăйĕн вăхăчĕ. Çут çанталăкăн та хăйĕн вăхăчĕ. Çуркунне пуçламăшĕн пĕрремĕш уйăхенче хĕллепе çу вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне иртереççĕ.
Çăварни тени тепĕр майлă „çу эрни”, „хĕле ăсатни”, „çуркуннене кĕтни”. Çăварни çурхи кун тăрăшшĕ çĕрпе танлашнă чухне пуçланать.
„ Катачи те ҫăварни
Çăвар тулли, ай, икерчи
Кĕсъе тулли , ай, пĕремĕкĕ
Ма ҫăварни, ай, теес мар“ – тесе юрларĕҫ Урхас-Кушкăри вăтам пĕлÿ паракан шкул ҫумĕнчи ача пахчинчи маттур та пултаруллă шăпăрлансем, тата унта ĕҫлекен воспитательсемпе музыка ĕртÿҫи .Уяв пуçланас умĕн аслă ушкăнри Тарьепе Ванюк кĕçĕн ушкăнри ачасене çăварни уявне уявлама чĕнчĕç.Чиперуксемпе маттур ачасем хаваспах килĕшрĕç.
Сарă та тутлă икерчĕне юратса ҫирĕмĕр, асанне-асатте юрланă юрăсене юрларăмăр, ташшисене ташларăмăр, терлĕ ăмăртуллă вăйăсем вылярăмăр. Çавăн пекех хĕл карчăкне те ҫунтартăмăр ,анчах çанталăка кура вăл та пит васкамарĕ, ҫунса пĕтес умĕн „чир-чĕр кайтăр“ – тесе сике-сике каҫрăмăр. Ку ачасемшĕн питĕ интереслĕ те савăнçлă уяв пулчĕ. Апла пулсан ачасене халăх йăли – йĕркисене аса илсе пурнăçа кĕртсе, хисеплеме вĕрентсех пырасчĕ.
Константинова О.Л.