Ҫут ҫанталăк – этемлӗх сăпки

Ҫут ҫанталăк – этемлӗх сăпки


            Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче пирĕн шкулта биологи кабинечĕ  ҫĕнелчĕ, экспонатсемпе пуянланчĕ, вĕренекесене  хай патне туртма , кăсăклантарма пуҫларĕ.

            Этемпе ҫут ҫанталăк ӗмӗрсем хушши килӗшÿллӗ пурăннă.  X-мӗш ӗмӗр вӗҫӗпе  XI -мӗш ӗмӗрте этемлӗхе экологин  ҫивӗч ыйтăвӗсем канăҫ памаҫҫӗ. Хими им - ҫамӗпе ҫӗре - шыва варалаҫҫӗ, фабрика - заводсен тӗтӗмӗ атмосферăна  сиенлетет.  

            6 –мĕш класра вĕренекенсем биологи  кабинетне  (Точка роста) ҫĕнĕ экспонатсем килнĕ хыҫҫăн вĕсемпе  час - часах килсе  паллашаҫҫĕ, хамăр таврара ӱсекен ӳсен  - тăрансемпе танлаштараҫҫĕ, вĕсемпе кăсăкланаҫҫĕ, вĕсен уссипе сиенĕ ҫинчен пĕлеҫҫĕ, тĕрлĕрен ăмăртусем ирттереҫҫĕ, экологипе ҫыхăннă конкурссене хутшăнма тăрăшаҫҫĕ. Галкин Вадим, Васильева Людмила, Соловьев Данила,Тарасова Мерчен уйрăмах хастар, вĕсем ҫут ҫанталăк тусĕсем пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ.

            «Ҫут ҫанталӑк  - пирӗн тупра, ӑна эсӗ упра», – тенĕ ваттисем. «Анчах та ҫут ҫанталӑк панӑ янтӑ тупрана ҫӗр ҫинче пурӑнакан этем  мӗншӗн-ха хӑйӗн мулне упранӑ пек упрамасть?  – ҫакăн пек йыту канăҫ памарĕ улттăмĕшсене, вĕсем   хуравне те  хăйсемех тупрĕҫ.  Ачасем хăйсене походра  вăрманта мĕнле йĕркесĕр тытнине  выляса  кăтартса  йăнăшсене палăртрĕҫ, тĕрĕс те йĕркеллĕ тытма шантарчĕҫ. Ҫавăн пекех усăллă курăксемпе чăвашсем авалах усă курнине, ҫимĕкчен ҫичĕ тĕслĕ курăк ҫиме васкани  ҫинчен пĕлчĕҫ.Хамăр тăрăхри кайăксен юррисене итлесе уйăрма  тăрăшрĕҫ.

            Ҫут ҫанталăк «сывлăхĕ» малтанхипе танлаштарсан палăрмаллах хавшанине эпир пурте туятпăр. Ҫӗр аннемӗр те хăйне эпир кÿрентернине туять. Унăн та пирӗн ыратнă пекех ҫӗр пичӗ ыратать. Эпир тавралăха ҫÿп - ҫаппа вараласан, ҫăл куҫсене тултарса лартсан, сывлăша сиенлӗ хутăшсене кăларса ярсан вăл та кÿренет.

            Улттăмĕшсем ҫак ҫитменлĕхсене палăртса ҫут ҫанталăка упрама тăрăшассине  шанас килет.

 

Г.В. Петрова, Э. Ю. Пелеева