Чӑваш наци ӑс-хакӑлӗпеле
ӳнер ӑкадемийӗн ҫулталӑкри пухӑвӗ пулса иртрӗ.
Нарӑс ӳйӗхӗн 26 - мӗшӗнче, Чӑваш
Республикин наци библиотекинче, чӑваш наци ӑс-хакӑлӗпеле ӳнер ӑкадемийӗн
ҫулталӑкри пухӑвӗ пулса иртрӗ. Ку пухӑвра 120 академик, вӗсен шутӗнче Пушкӑрт,
Тутар тата Ульяновск облаҫӗнчен те килнӗ хӑнасем пулчӗҫ. Чӑваш республикинчи
таврана тӗпчес ӗҫре пӗлтӗрӗшлӗ ӗҫсем туса пыракан районсенчи хастар ӗҫтешсене
те палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене пысӑк хак пачӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри
районӗнчи ӗҫтешсем те, хӑйсен пултаруллӑ ӗҫӗсемпе палӑрчӗҫ, Урхас Кушкӑ
шкулӗнчи географи учительне Елегонова Елена Михайловнӑна, Чӑваш патшалӑх
уневерситетӗнче нумай ҫул хушши вӑй хурса ӗҫлекен, педагогика наукин
кандидатне, географипе геоморфологи кафедринче вӑй хуракан доцентӑн Марина
Петровна Вишневскайӑн ӗҫӗ- хӗлне пысӑк вырӑна хурса палӑртрӗҫ. Нарат Чаккинче
пурӑнакан Журавлёва Альбина Васильевнӑн ӗҫӗсене пысӑк вырӑна хурса медальпе
чысларӗҫ.
Елегонова Елена Михайловнӑна.