Ака уйăхен 25- мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ.

Ака уйăхен 25- мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ.

Ака уйăхен 25- мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ.

Чĕлхе - халăх культурин чи пысăк пуянлăхĕ, чĕрĕ эткерĕ. Чĕлхене типтерлĕн сыхласа, упраса ăруран ăрăва тĕрĕс-тĕкел куçарса пырасси кашни чăваш ҫыннин  тĕп тĕллевĕ.

     Тăван сăмах кашни çыннах вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, халăх шăпине, итртнине, хальхине тата пулассине çывăх пулнине туйса илме пулăшать. Çакăн çинчен вĕрентеççĕ те ĕнтĕ «Урхас-Кушкăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул» ҫумĕнчи ача пахчине ҫÿрекен ачасене воспитатĕльсем.

     Ача пахчине ҫÿрекен ачасем паян Чăваш  чĕлхи кунне уявларĕҫ. Ачасем ку мероприятие хастар кăмăлпа хутшăнчĕç. Вăйă карти туса юрласа утса тухрĕҫ. Чăваш юррисене юрларĕҫ, ташшисене ташларĕҫ, вăййисне вылярĕҫ. Тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе « Кай, кай Ивана» кĕвве янраттарса тĕлĕнтерчĕҫ шкула кайма хатĕрленекен ушкăн ачисем. Юлашкинчен уява П.Хусанкайăн сăвă йĕркисемпеле вĕҫлереҫ.

 «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем

Вут кайăклăн вĕҫĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-ҫул уттинчен»

 

Воспитатель: Сергеева С.Г.