« Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022»

« Пĕтĕм чăваш диктанчĕ −  2022»

« Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2022»

          Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинче Мухтавлă  ентешсен ҫулталăкне халалласа « Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2022» акцие Урхас Кушкăри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем  хастар хутшăнчĕҫ.

          Ҫак акцин тĕп тĕллевĕ    чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне , сумĕпе хисепне ӳстересси. Акцин задачисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ: тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван ҫĕртен тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн ҫуккине тепĕр хут аса илтересси, чăвашла пĕлекен кашни ҫынна хăй тĕрĕс ҫырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

            Диктанта хутшăнакансем Константин Петровăн  « Уҫлăхра    икĕ космонавт» текста ҫырчĕҫ, ҫыравҫă  Андриян  Николаевăн,   ентешĕмĕрĕн, тĕнче уҫлăхĕнчи вĕҫевре паттăрлăхпа  чун пуянлăхне ĕнентерӳллĕ уҫса пани ҫыракансен  кăмăлне ҫĕклентерчĕ.

         

Г.В.Петрова