Чǎваш чĕлхи – ман тǎван чĕлхе.

Чǎваш чĕлхи – ман тǎван чĕлхе.

Чǎваш чĕлхи – ман тǎван чĕлхе.

      Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ  - чǎваш халǎхĕшĕн чи паллǎ кун. Çак кун эпир чǎваш халǎхне çутта кǎлараканĕн – Иван Яковлевич Яковлевǎн çуралнǎ кунне уявлатпǎр.

      Ялти Культура çуртĕнче И.Я.Яковлева халалланǎ уяв иртрĕ. Шкул ачисене  нумай çул  шкулта ĕçленĕ  В.А.Маркелова  ун çинчен, унǎн ачалǎхĕ, пултарулǎхĕ çинчен каласа пачĕ.

Чǎнахах та И.Я.Яковлевǎн  пĕтĕм пурнǎçĕ чǎваш халǎхĕшĕн тǎрǎшса, ытти халǎхсемпе тан пулса, вырǎс халǎхĕпе туслǎ пулас тĕллевпе çыхǎннǎ. Унǎн сǎмахĕсем паянхи кун та асра. Чǎваш чĕлхи – пирĕн тǎван чĕлхе. Ăна пĕтме парас мар, малалла аталантарма тǎрǎшас.

      Виççĕмĕш класра вĕренекен ачасем чǎваш ачи-пǎчи вǎййисене выляса кǎтартрĕç, «Пукане» юмах выляса пачĕç. Ытти ачасем чǎвашла сǎвǎсем каларĕç, юрǎсем юрларĕç. Куракансене вǎйǎсем те юмахĕ те питĕ килĕшрĕ. Ачасен ытларах хамǎрǎн тǎван  чĕлхепе калаçмалла, ǎна юратмалла, вǎтанмалла мар.

        В.А.Маркелова юлашкинчен маттур та пултаруллǎ ачасене пылак кучченеçсемпе хǎналарĕ. Ачасем уявран тулли кǎмǎлпа тухрĕç.

 

Орлова А.Е.