«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2023»
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2023» акци иртрĕ.
«Пĕтĕм
чăваш диктанчĕ -2023» акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Аслᾰ Вӗрентекенӗмӗр Иван
Яковлевич Яковлев ҫуралнᾰранпа 175 ҫул ҫитнине халалланă. Акцин тĕп
тĕллевĕ - мӗн пур чᾰвашсен чун
хавалӗнче Вӗрентекенӗмӗр ҫинчен
нумайрах пӗлес кᾰмᾰл - ӗмӗте ҫуратасси,
тᾰван халᾰхᾰн Ҫутта кᾰларуҫи ҫинчен тарᾰнрах
пӗлме пулᾰшасси, чăваш чĕлхин
пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне
ӳстересси. Унăн задачисем: чăвашла ҫырма пĕлнине тĕрĕслесси, тăван
халăхран , тăван чĕлхерен хакли нимĕн те ҫуккине аса илтересси.
Тăван
чĕлхене сума суса , Аслᾰ Вӗрентекенӗмӗр пархатарлᾰ тунᾰ ӗҫӗсене асра
тытса чăваш чĕлхи пӳлĕмĕнче диктант ҫырма хӗрӗхе
яхᾰн пуҫтарăнчĕҫ. Вĕсем хушшинче вĕренкенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем,
ача сачĕн воспитателĕсем, ял ҫыннисем те пулчĕҫ. Кăҫалхи ҫул диктантăн текстне Юхма Мишшин «Ҫутлᾰх паттᾰрӗ» хайлавĕнчи
сыпăкне илнĕ.
Акцие хутшăнакансем тулли кăмăлпа
диктанта тᾰрᾰшса ҫырчĕҫ, Иван Яковлевич Яковлев тăван
халăхшăн тунă ырă ĕҫĕсене тепĕр хут асра тытса ᾰша хыврӗҫ.
Г.В.
Петрова
26.04.2023