« Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2024» акци

« Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2024»  акци

« Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2024»  акци

 

 Ака уйӑхӗн 24 - мӗшӗнче   пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  Урхас Кушкӑри вӑтам шкулта « Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2024»  акци иртрӗ.

    Чӑваш чӗлхи пӳлӗмне чăваш чунлă  вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ашшӗ - амӑшӗ, кукамӑшӗ - асламӑшӗсем диктант çырма  васкаса  пухӑнчӗç. Урхас Кушкӑри Введени чиркӗвӗн настоятелӗ , Алексий  протоиерей те акцие хутшӑнчӗ. Вӑл  хутшӑннисене  çывхарса килекен Чӑваш чӗлхи  кунӗпе саламларӗ, ӗçе пуçӑнма  пиллерӗ.

Ача сачӗнчи ачасем аслисене илемлӗ чӑваш юррипе саламласа кӑмӑла çӗклерӗç, диктанта тӑрӑшса  çырма хавхалантарчӗç.

         Диктанта  пурте тӑрӑшса çырчӗç, текст кӑмӑла кайнине палӑртрӗç.

 Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнакансем хамăр чăваш пулнине, чăваш чĕлхине юратнине палăртрӗç.

Г.В. Петрова вӗрентекен

24.04.2024