Авӑн уйӑхӗ – Урхас Кушкӑ
шкулӗнче вӗренекенсемшӗн асра юлмалли уйӑх. Чи асра юлнӑ самант – тӗл пулу. Вӗренекенсем Чӑваш
халӑх ҫыравҫипе Юхма Мишшипе тӗл пулу
ирттерчӗҫ. Михаил Николаевич Юхма – прозаик, драматург, куҫаруҫӑ, публицист. Вӑл 300 яхӑн кӗнеке ҫырса халӑх патне ҫитернӗ,
чылай кӗнекине ют ҫӗр-шыв тата Раҫҫей
халӑхӗсен чӗлхине куҫарнӑ. Пархатарлӑ
нумай ӗҫленӗшӗн тӗрлӗ наградӑсемпе
хисепе тивӗҫнӗ. Тӗл пулура
ҫыравҫӑ ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн калаҫӑвӗпе ачасене
кӑсӑклантарчӗ, ҫыравҫӑ ҫулӗ ҫине мӗнле тӑнипе паллаштарчӗ, нумай хайлавӗсем ҫуралнин вӑрттӑнлӑхне уҫса пачӗ.
Паллӑ ҫыравҫӑ историпе
ачаран кӑсӑкланнӑ.. Унӑн хайлавӗсенчи
сӑнарсем – аваллӑхри Атӑлҫи
Пӑлхар патшалӑхӗнчи Чӑваш Паттӑрӗнчен
пуҫласа паянхи ҫӗнӗ ӗмӗрти хастар ҫын сӑнарӗ таранах. Вӑл тӑван халӑхӑн иртнӗ
пурнӑҫӗпе кӑсӑкланать, вулакана унӑн
историпе паллаштарать. Ҫыравҫӑ ҫитӗнекен ӑрӑва
тӑван халӑх историне таранрах пӗлме пулӑшать, ҫут ҫанталӑка юратма
вӗрентет, чӗр чунсен тӗнчинчи вӑрттӑнлӑхпа
паллаштарать . Вӗренекенсене « Шурҫамка» хайлаври кашкӑр сӑнарӗ
кӑсӑклантарчӗ, Юхма Мишши ку хайлавӑн
тӗп шухӑшне уҫса пачӗ, ҫак хайлава мӗнле сӑлтавпа ҫырни ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫыравҫӑн « Тӑван ҫӗр-шыв
тӑван килтен пуҫланать» кӗнеки те
вулакана тарӑн шухӑша ярать, Тӑван
ҫӗр-шыва, тӑван кӗтесе хаклама, хисеплеме
чӗнсе калать, патриотизм туйӑмне аталантарма
пулӑшать.
Сумлӑ ҫыравҫӑ вӗренекенсем валли нумай кӗнеке
илсе килсе парнелерӗ, хӑй кӗнекисем ҫине асӑнмалӑх алӑ пусса пачӗ. Вӗренекенсене Юхма Мишшин ӗҫлес хастарлӑхӗ, тӗлӗнмелле пултарулӑхӗ, иксӗлми юратӑвӗ тӗлӗнтерчӗ. Тӗл
пулу питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ, вӗренекенсен
асӗнче нумайлӑха юлчӗ.
Г.В. Петрова
вӗрентекен