«Планета пуласлăхĕ – пирĕн алăра»

«Планета пуласлăхĕ – пирĕн алăра»

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăвашла сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Кăçалхи конкурса Раççейри кил-йыш çулталăкне тата Чăваш Енри экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курнин çулталăкне халалланă. Çавна май конкурса хутшăнакансен сочинени çырма икĕ темăран пĕрне суйласа илме май пулчĕ: «Çемье – шанчăклă тĕрек», «Планета пуласлăхĕ – пирĕн алăра».

Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 9-11-мĕш классенче вĕренекен 28 ача хутшăнчĕ. Жюри ĕçсене пăхса тухса çĕнтерӳçĕсене палăртрĕ. Призёрсен шутне  10-11 классем  хушшинче Ильина Аделина (Сĕнтĕрвăрри округĕн Урхас Кушкă шкулĕ) кĕчĕ.

Аделина Ильинана  пысăк çитĕнӳ тунă ятпа саламлатпăр! Малашне те хавхаланса  вӗренме , çитӗнӳсем тума çирӗп сывлӑх, ӑнӑçу сунатпӑр!

 

Г.В. Петрова, вӗрентекен