« Хавал» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ

« Хавал»  ӑслӑлӑхпа практика   конференцийӗ

 

 

« Хавал»  ӑслӑлӑхпа практика   конференцийӗ

 

 Вӗренекенсен хастарлӑхне ӳстерес, ӑслӑлӑха кӗме çул уçса парас  тӗллевпе 2024 – мӗш çулхи  раштавӑн 7- мӗшӗнче  Чӑваш патшалӑх университетӗнче  шкул ачисен иккӗмӗш   хут « Хавал»  ӑслӑлӑхпа практика   конференцийӗ  иртрӗ.  Ӑна Чӑваш   Республикин вӗренӳ институчӗ пулӑшнипе чӑвашсен « Хавал» пуçару ушкӑнӗ   йӗркелесе ирттерет. Конференци  5 секци çине пайланса ӗçлерӗ. 8- мӗш класра вӗренекен Ксения Ильина  « Топонимика», 9- мӗш класра вӗренекен Мерчень Тарасова « Ҫут ҫанталӑк тата техника ӑслӑлӑхӗсен» секцийӗсенче  тухса калаçрӗç.  

Тӗпчев ӗçне тунӑ май çакна палӑртрӑмӑр. Урхас Кушкӑ тӑрӑхӗнчи топонимикӑпа   усӑллӑ ӳсен - тӑрансен  ушкӑнӗсене  пухса тишкерни вӗренекенсене  тӑван тавралӑх историне, унӑн культурине тарӑнрах пӗлме пулӑшать, хӑйсем тӗллӗн ӗçлеме ханӑхтарать, тишкерӳ ӗçне хутшӑнма   хавхалантарать, ученӑйсем умӗнче  харпӑр хӑй шухӑшне , тишкерӳ ӗçне хӳтӗлеме вӗрентет. Çамрӑк тӗпчевçӗсене проект ӗçне хутшӑнма, ӑна ертсе пыма Э.Ю. Пелеева, Г.В. Петрова вӗрентекенсем  пулӑшса пычӗç.

          Тарасова Мерченпе Ильина Ксения вӗренекенсене  тӗпчев ӗçне малашне те хастар та  хӑюллӑн хутшӑнма    ырлӑх- сывлӑх, вӗренӳре, тӗпчев ӗçӗнче   çитӗнӳсем тума сӗнетпӗр.

 

 

Г.В. Петрова, Э.Ю Пелеева вӗрентекенсем